«Хыпарла» проекта чылайӑшӗ хӑйсен тексчӗсене ярса панӑ май расна терминологипе усӑ кураҫҫӗ. Кунта эсир тӑтӑш тӗл пулакан, Чӑваш халӑх сайтӗнче усӑ куракан варианчӗсене кунтма пултаратӑр.
Чӑваш халӑх сайтӗнчи хыпарсенче сӑмахсене уйрӑм ҫырма кирлӗ мар: ҫӑлкуҫ, хӗвелтухӑҫ, хӗрача, хӗрарӑм, ҫутҫанталӑк т.ыт.
Уйӑх ячӗсем йӑлт чӑвашла пулмалла: кӑрлач, нарӑс, пуш, ака, ҫу, ҫӗртме, утӑ, ҫурла, авӑн, юпа, чӳк, раштав.
Датӑсене ҫырмалли формат: кӑрлачӑн 1-мӗшӗ, авӑнӑн 3-мӗшӗ, нарӑс уйӑхӗ, пушӑн 16-мӗшӗпе 18-мӗш кунӗсенче, утӑн 3-мӗшӗччен, т.ыт.
Хӑлӑпсенче хӑш сӑмах вырӑнне усӑ курмаллине кӑтартнӑ.